Вăхăт пĕрле ирттерер
15.10.2015 | Размещено в Блог библиотекаря |
|
Пĕр кун каçхине çемьепе словарь тытсах тупмалли юмахсен тупсăмĕсене шырарăмăр. Питĕ кăсăк вăхăт иртрĕ. Эсир те тупса пăхăр-ха! Тупсăмĕсене каярах çырса парăп.
1. Чăххи çÿлте, çăмарти çÿлте, Ыйтсан памасть, Хирсен чармасть. 2. Карта витĕр хĕр качча каять. 3. Чикрĕм-кăлартăм, Чикрĕм-кăлартăм, Шурă пуçлă ача тупрăм. 4. Хĕрлĕ шăши çĕр пăралать. 5. Пăта тес – пăта мар, Пăтаран уйрăм мар, Хĕрарăмшăн ют мар. 6. Мĕкĕт хĕрĕ вăрăм, Пилĕкĕ çинçе, Симĕс хыçĕ хăй çинче. 7. Чарусăр кĕсре вĕрен тăрăх та пĕтĕленет. 8. Хăпартнă хăпарту пек, Ларма кайнă хĕр пек. 9. Ăçта каян шур сухал? Сана мĕн ĕç, хура кут. 10. Тĕкпе тĕк, Ÿтпе ÿт, Ăна туманни çук. 11. Сурăх мар, така мар, Тиркĕ çинче пулман, Ăна çимен çын юлман.Эсир пĕлекен тупмалли юмахсене çырсан — усăллă пулать.