Турă панă пурнăçа упрар
07.12.2015 | Размещено в Блог Петрова П.И. |
|
ÇИВĔЧ ЫЙТУ
Тура пана пурнăça упрар
Хăй çине алă хуракансен шучĕ Пушкăртстанра питĕ пысăк. Ку енĕпе вăл çĕршывра малти вырăнсенчен пĕрне йышăнать. Статистика кăтартăвĕсем тăрăх – республикăра кунне виçĕ-тăватă çын хăйĕн пурнăçне хăй татать.
Регион Пуçлăхĕ Рустэм Хамитов ПР Сывлăх сыхлав министерствине психологи тесчĕсен специалисчĕсене хатĕрлес енĕпе ятарлă программа хута яма хушнă. Вĕсем çынра хăйне хăй пĕтереслĕх пуррипе çуккине тупса палăртма пулăшмалла. Çаплах республикăра психотерапевт службине уçас ыйтăва та çĕкленĕ. Хуласемпе районсенче кризислă лару-тăру уйрăмĕсем йĕркелемелле. Паллах‚ общество пурнăçĕнче ку утăмсем те кирлĕ, вĕсем хăрушă чиртен сывалма пулăшĕç. Анчах асăннă проблемăран хăтăлма кашни çынра хăйĕнче вăй пулмалла.Библипе пăхсан çын организмĕ – вилĕмсĕр чун çурчĕ‚ турă ĕçĕ. Чăн та, çыннăн организмĕ питĕ кăткăс система. Унта пурте çыхăннă‚ кашни клетка пуриншĕн те яваплă‚ пурте – кашнийĕншĕн. Дарвин вĕрентĕвĕпе çыхăну аталану процесĕнче çирĕпленнĕ. Çакăн пек çыхăнусăр организмсем пурăнма пултараймаççĕ. Турă хайлавĕ (божье творение) вилĕм хыççăн çухалать текенсем Турă пуррине хирĕçлеççĕ (çав шутра дарвинизм та). Анчах Турă тунă ĕç е çут çанталăк пулăмĕ ним çукран çухалма пултараймасть. Вилĕм хыççăн тĕттĕмлĕхсĕр пуçне ним те çук тет хăшĕ-пĕри. «Çав тĕттĕмлĕхе кам курса палăртма пултарнă?» — тесе ыйтатăп ун пек калакансенчен. Вара вĕсем шухăша путаççĕ те чун чăннипех те вилĕмĕсĕр пулнине ăнланса илеççĕ. «Вилĕм хыççăн мĕн пулать?» ыйтăвăн хуравне шырама чылай ăсчах (ученый) гипнозпа усă курать. Вăл çынна «малтанхи пурнăçĕсене» аса илтерет. Çав сеанссем вăхăтĕнче мĕнле информаци çиеле тухнине пурнăçран хăйсен ирĕкĕпе уйрăлнă çынсен тĕслĕхĕсемпе уçса парасшăн.Пурнăç вăл – Турă паракан хаклăран та хаклă парне. Анчах хăш-пĕр чухне çын пурнăçра аптраса ÿкет‚ çухалса каять. Пурнăç вĕсемшĕн пĕлтерĕшсĕр япалана çаврăнать. Ун пеккисем, çамрăк пулнине пăхмасăр, хăйсем çине алă хурса пурнăçне татма шутлаççĕ. Мĕн тесен те‚ сывă ÿте‚ вăхăт çитмесĕр‚ вĕлерме юрамасть! Нумайăшĕ хăйĕн пурнăçне татсан пур йывăрлăхран та хăтăлать тесе шутлать. Тĕрĕссипе вара апла мар. Çапла вăл хăйĕн проблемисене кăткăслатать‚ тарăнлатать çеç. Вĕсемпе унăн малашлăхра пурпĕрех тĕл пулма тивет. Хăв çине хăв алă хуни – йывăрлăхсене çĕнтерни мар‚ малашлăх валли тата ытларах проблема туса пани. Чăннипех те‚ çын хăйне хăй вĕлерни — пурнăçа пĕр пĕлтерĕшсĕр аркатса тăкни кăна. Çавна май чун вăй-хăвачĕ ирĕке тухать. Анчах çын пурпĕрех унпа леш тĕнчере те юлать. Çав чунпа ирĕксĕрех малалла та пурăнма тивет. Хăв çине ал хуни леш пурнăçра пĕртен-пĕр пысăк çылăх шутланать. Чунсен вара ăна ĕçлесе татмалла. Çавна май вĕсене малашне те çавăн пек лару-тăрăва суйласа илме‚ ун евĕр çынсен чунĕсемпе хутшăнма тивет. Хăй çине ал хумасăр пурăнма вĕренесси – ун тепĕр пурнăçĕн тĕп тĕллевне çаврăнать. Ăна пурнăçлаять пулсан‚ черетлĕ пурнăç уншăн кăшт ăнăçлăрах йĕркеленет. Анчах çак çылăха каçарттарма‚ шăпана йĕркене кĕртме пĕрре кăна мар‚ темиçе пурнăç пурăнса ирттермелле пулать. Йывăрлăхсене çĕнтерме вĕренсе çитиччен. Çакăнтан вăл ниепле те пăрăнса иртме пултараймасть. Хăтăлас тесе кăшт айккине пăрăнни хăйĕн аталанăвне вăхăтлăха пÿлсе хуниех. Урăхла каласан, хăйĕн пурнăçне аркатни. Тен‚ çакна ăнланса илни çынсене теветкеллĕ утăм тăвассинчен упраса хăварĕ. Пурнăçа татни — шăпа çырни мар. Çакă вăл çын ирĕкĕнчен килекен япала.
Петр ПЕТРОВ, медицина наукисен кандидачĕ.
Кармаскал районĕ‚ Йăмран ялĕ.